Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Санькасси 360 çулта

   

Красноармейски районĕнчи Санькасси, архиври хутсем çирĕплетнĕ тăрăх, 125 киллĕ пулнă. Унта 600 ытла çын пурăннă. Вăл пултаруллă çĕр-çĕр çын çитĕнтернĕ. Ку тăрăхри тĕрĕçĕсен тĕррисем пĕринчен тепри хитре пулнипе палăрса тăнă. Вĕрентекен те сахал мар тухнă.

Тăван çĕршыва тĕрлĕ çулта хýтĕленисенчен паллăраххисем Г.П.Прокопьев – В.И.Чапаев дивизийĕнче пулнă, Е.И.Иванов пĕрремĕш тĕнче, граждан, финн, иккĕмĕш тĕнче вăрçисене хутшăннă, пилĕк орденпа вун-вун медале тивĕçнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăран А.П.Петров, А.Л.Лукин Хĕрлĕ Çăлтăр, А.М.Мефодьев Мухтав орденĕпе таврăннă. К.С.Степанов выльăх-чĕрлĕх ýстерсе «Хисеп Палли» орден илнĕ.

Халĕ Санькассин те Чăваш çĕрĕнчи нумай ял шăпиех: кил-çурт шучĕ сакăр вуннăран та чакнă, пурăнакансен йышĕ те пĕчĕк. Апла пулсан та ял пурăнать. Иртнĕ шăмат кун Санькасси халăхĕ, тĕрлĕ çĕре тухса кайнисене пуçтарса, тăван ялăн 360 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Уявра аваллăха аса илнĕ май О.А.Алексеев çырнă «Савнă ялăм, тăван ялăм – Санькасси» кĕнекене пахаларĕç. Унта пухăннисене «Уяв» ансамбль юрăçисем, çывăхри ялсенчи юрă-ташă ăстисем савăнтарчĕç.

 

 



"Хыпар"
23 августа 2006
00:00
Поделиться
;