Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Валдая – ашшĕне пуç тайма

 

 

 

Красноармейски салинче пурăнакан Валерий Ильич Гордеев çак кунсенче инçе çул çýреврен таврăнчĕ. Вăл хăйĕн ывăлĕпе Герăпа тата кинĕпе Розăпа Новгород облаçĕнчи Валдай районĕнчи Лутовенко ялне  çитсе килнĕ. Унти тăванла масара 270 салтака тирпейлесе пытарнă. Çав йышра Валерий Ильичăн ашшĕ  1913 çулта çуралнă Илья Гордеевич Гордеев та пур.

Вăл фронта кайиччен районти финанс пайĕнче инспектор-ревизорта ĕçленĕ. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче вăрçă хирне ăсаннă. Илья Гордеев салтак килне икĕ открытка кăна ярса ĕлкĕрнĕ. Ленинград фронтĕнче çапăçнăскер, йывăр аманнă хыççăн куçса çýрекен госпитале лекнĕ. Йывăр суранĕсене пула унтах куçне хупнă. Каларăмăр  ĕнтĕ, ăна Лутовенко ялĕнчи тăванла масарта пытарнă.     

Асăннă ялта Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хýтĕлесе вилнĕ салтаксене сума суса пысăк палăк лартнă. Ун çумĕнчи 6 гранит плита çине кашнин хушаматне ылтăн сас паллисемпе çырса хунă.

Вил тăприсене ял çыннисемпе шкул ачисем тирпейлесе, пăхса тăраççĕ.

– Аттене асăнтăмăр, вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хутăмăр. Унта тепĕр çул та пулса курма сăмах татрăмăр, – тет Валерий Гордеев асра юлнă çул çýрев саманчĕсене пĕтĕмлетсе.

Чăннипех те ырă, пархатарлă пуçару. Ăрусен хушшинчи  çыхăнăва тивĕçлипе сыхласа упрама пулăшакан лайăх тĕслĕх мар-и вара çакă?



"Хыпар"
17 августа 2006
00:00
Поделиться
;