Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Техника хире тухать

Техника хире тухать

 

            ТРАК енчи «Гигант»хуçалăхра вырма умĕн иртнĕ канашлăва хуçалăх ертўçисемпе тата специалисчĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. «Гигантсен» кăçал 170 гектар çинче тыр-пул пухса кĕртмелле. Çичĕ комбайнран тăваттăшĕ уйра ĕнтĕ. Вĕсем нумай çул ўсекен курăксен вăрлăхне çапса тĕшĕлеççĕ. Кĕçех уй-хир «карапĕсем» кĕр тыррисен пуссине тухĕç. Техника кивĕ пулнăран саппас пайсем 170 пин тенкĕлĕх туяннă. Œççие хутшăнакансене хавхалантарма ятарлă условисем çирĕплетнĕ.

            Канашлăва хутшăннисене район администрацйĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем, техника надзорĕпе вăрлăх инспекцийĕсен ертўçисем, пушар хуралĕпе ПАИ çыннисем вырмана вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме сĕнчĕç. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх пайĕн ертўçи Я.Григорьев каланă тăрăх, районĕпе кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене 10505 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Красноармейскисем хĕрў ĕççие кĕске вăхăтрах вĕçлеме палăртаççĕ.



"Хыпар"
29 июля 2006
00:00
Поделиться
;