Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тăван яла халалланă

Тăван яла халалланă

 

            В.Константиновпа Ю.Борисов – Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕсем. Владимир Захарович – районти историпе тавра пĕлў музйĕн директорĕ, Юрий Зиновьевич «Ял пурнăçĕ» район хаçачĕн патшалăх, общество политикин пайĕн редакторĕнче тăрăшать. Нумаях пулмасть вĕсем «Упи тăрăхĕ – çĕршыв мухтавĕ» кĕнеке кăларчĕç. Унта Красноармейски районĕнчи Упи ялĕн историйĕ тата халăхĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнă . Ку тăрăхран паллă нумай çын тухнă. Сăмахран, пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ Я.А. Абрамов, карап тăвакан А.Е. Михайлов, Социализмла Œç Геройĕ И. Никифоров вĕрентекен, Ю.Ф. Петров, В.Ф. Петров, Н.П. Петров, Г.С. Сидоров академиксем.

            Çĕнĕ кĕнекере çамрăк ăрушăн пĕлмелли чылай. Ахальтен мар пулĕ вĕсем тавралăха упрама, хаклама, юратма вĕрентеççĕ.



"Хыпар"
29 июля 2006
00:00
Поделиться
;