Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Взятка сĕннĕшĕн – уголовнăй ĕç

 

 

Красноармейски районĕн прокуратури Лев Арсен­тьев тĕлĕшпе РФ Уголовнăй кодексĕн 291 статйин 2-мĕш   пайĕпе   уголовнăй   ĕç   пуçарнă.

Следстви тĕпчесе палăртнă тăрăх, 1968 çулта çуралнă, Шупашкарта пурăнакан Арсентьева çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Нимĕчкасси ялĕ çывăхĕнче вырăнти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем чарнă. Автомашинăна тĕрĕсленĕ май кузовра пĕр тоннăна яхăн хура металл тупнă. Анчах Арсентьев металăн нимĕнле документне те кăтартайман, унăн предприниматель ĕçĕпе ĕçлеме ирĕк паракан лицензи те пулман. Çавна май ăна район милицине илсе кайнă.

Милици сотрудникĕ РФ КоАПĕн 14.1 статйипе килĕшÿллĕн административлă правăна пăсни çинчен протокол çырма пуçланă. Çaк статьяпа патшалăх регистрацийĕсĕр е ятарлă ирĕксĕр /лицензисĕр/ предприниматель ĕçĕпе ĕçленĕшĕн явап тыттараççĕ. Арсентьевăн явап тытас килмен, вăл милици сотрудникне парне кÿрес тенĕ, должноçри çынна хайхи протокола çырманшăн 500 тенкĕ сĕннĕ. Укçана сĕтел çине кăларса хунă. Вăл шутлани тÿрре тухман, пăтăрмах пирки милиционер çийĕнчех район прокуратурине    пĕлтернĕ.

Взятка сĕнекене допрос тунă ĕнтĕ, вăл преступлени тунăшăн айăплине йышăнать. Асăннă 29-мĕш статья - самай кăраскер. Должноçри çынна взятка панăшăн штрафлама кăна мар, ирĕклĕхсĕр хăварма та пултараççĕ - 8 çуллăхах. Тепĕр тесен юлашки сăмаха суд калĕ,  уголовнăй  ĕçе çывăх вăхăтрах унта ярса парĕç.

 

 

 



"Хыпар"
17 июля 2006
00:00
Поделиться
;