Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ХĔРАРĂМСЕМ КАНАШЛАРĔÇ

ÇАК кунсенче Красноармейски салинче районти хěрарăмсен 17-мěш конференцийě иртрě. Унта пухăннисем тěрлě ыйтăва тишкерсе хакларěç, малашлăх планěсене палăртса пěлтерěшлě йышăнусем çирěплетрěç. Асăннă конференци ěçне район администраци пуçлăхě С.А.Николаев та хутшăнчě, сăмах каларě. Унсăр пуçне Красноармейски районěнчи хастар чунлă хěрарăмсене Раççей Патшалăх Думин депутачěсем К.И.Косачевпа П.В.Семенов та саламласа ырлăх-сывлăх   сунчěç.

Районти   хěрарăмсен   канашě   юлашки   виçě çулта тунă пархатарлă ěçсемпе унăн ертÿçи Альбина   Ильинична   Дмитриева   паллаштарчě.

Конференцие пухăннисем хěрарăмсен канашěн çěнě ертÿçине суйларěç. Малашне ăна ЧР Финанс министерствин районти пайěн пуçлăхě Зинаида Геннадьевна  Петрова  ертсе  пырě.

Юлашкинчен вара «Çулталăкри хěрарăм ертÿçě» конкурса пěтěмлетрěç. Çак хисеплě ята Раççей Федерацийěн Пенси фончěн районти уйрăмěн пуçлăхě   А.В.Петрова   тивěçрě.

 



"Хыпар"
03 июня 2006
00:00
Поделиться
;