Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Трак тăрăхĕнче – «Хыпар» кунĕсем

 

 

Красноармейски, Алманч,   Еншик   Чуллă   ялĕсенче  хаçатăн   кунĕсем   иртрĕç.   Вĕсене чăваш халăх хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухма пуçланăранпа пĕр  ĕмĕр çитнине халалланă. Тĕл пулусенче Красноармейски районĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçатăн пай редакторĕ Г.Ефимов-Тусли   тата  Трак   тăрăхĕнчи   паллă çыравçă, юрăç  Г.Дубров   "Хыпар"   тата   "Ял пурнăçĕ» историйĕпе   паллаштарчĕç.    Салари вĕрентÿ центрĕнчи   вĕрентекенсемпе   вĕренекенсем   те   хаçатăн кунне пухăнчĕç. Вĕсем уява хатĕрленсе ятарлă тематикăпа стена   хаçачĕсем   кăларнă.

 

Аслă классенче иĕркеленĕ тĕл пулăва вĕрентÿ центрĕн директорĕ З.М.Алексеева уçрĕ. Чăвашсен юратнă хаçачĕн кун-çулĕ çинчен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Г.Константинова каласа пачĕ. «Хыпар" хаçатăн никĕслевçипе, - Николай Васильевич Никольский профессорпа Трак тăрăхĕнчи Çеçмер ялне нихăçан уйрăлми туслăх кĕперĕ çыхăнтарать. Çеçмерте районти пĕрремĕш çыравçă Тарас Кириллов çуралнă. Пĕлтĕр вăл кун çути курнăранпа 125 çул тултарнине паллă турăмăр. Унăн мăшăрĕ - Елизавета Васильевна - Муркаш районĕнчи Купăрляран, вăл "Хыпарăн" пĕрремĕш редакторĕн - Н.Никольскин тăванĕ, - терĕ С.Константинова. - Çавăнпа та Трак тăрăхĕпе хыпарçăсем тытакан çыхăну яланах çирĕп пулĕ..."

Ентеш-çыравçăн ятлă-сумлă ячĕ тăван литературăра ĕмĕр-ĕмĕр ăшăхланми тарăн касă евĕр çырăнса юлнипе мухтанаççĕ   Трак   енсем.



"Хыпар"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться
;