Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейскисенчен тĕслĕх илĕр

Красноармейскисенчен тĕслĕх илĕр

ТРАК тăрăхĕнче пурăнакансем хаçат-журналпа яланах туслă пулнă. Çак сăмахсене Красноармейскисем кашни пин çын пуçне хаçат-журнал илсе тăраслăхпа республикăра пĕрремĕш вырăнта пулни те яр уççăнах çирĕплетет. Района ертсе пыракансем чăвашсен тĕп хаçатне - "Хыпара" - халăх хушшинче ытларах сарас енĕпе те çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Чăн малтан хăйсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Сăмахран, администрацире ĕçлекен çитмĕл тăхăр çын 2006 çулăн иккĕмĕш çурри валли "Хыпар" хаçат çырăннă. Районти профсоюз организацийĕ шкулсемпе ача сачĕсене 25 экземпляр "Хыпар" çырăнса панă. Ертÿçĕсен ырă пуçарăвне учительсем хăйсем те малалла тăснă. Калăпăр, Красноармейскинчи чăваш-нимĕç гимназийĕнчи, Упи шкулĕнчи учительсем пурте тенĕ пекех "Хыпарлă" пулнă.   Ку ĕç ытти  шкулта та  аван  пырать.

- Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕнче çынсене ырра вĕрентекен юратнă хаçат кашни килте, организаципе предприятире, шкулпа вулавăшра пулмаллах. Çавăн пек пултăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Красноармейскинче иртекен «Хыпар» хаçат уявне вара пурне те чĕнетпĕр. Унта концерт та, лотерея вылявĕ те пулĕ, хаçат-журнал та  çырăнтарăпăр",   -  терĕ  район  пуçлăхĕ  С.Николаев.

 



"Хыпар"
06 апреля 2006
00:00
Поделиться
;