Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Халăх ун ятне манмасть

 

 

 

Хай пирĕнпе пĕрле 12 çул çук пулин те, ăшă чунлă, ырă туйамлă юрри-кĕвви паян та халăх асĕнче пурăнать. Паллă ентешне, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, Раççей Федерацийĕн халăх артистне, Дагестан тата Чăваш республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне Ф.М.Лукина хисеплесе çулсерен асăну каçĕ ирттереççĕ Трак Енсем Филипп Миронович çуралса çунат сарнă Чатукасси тăрăхĕнче.

 Хальхинче иртнĕ ăш-пиллĕ тĕл пулура Филипп Мироновичăн халăхра анлă сарăлнă «Уçланкăри палан", "Çутă ĕмĕт", "Атăлпала Сĕве хушшинче", "Такăрлат урама" тата ытти юрри янăрарĕ. Вĕсене ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Владимир Егоровпа Галина Пуклакова, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн студенчĕсем шăрантарчĕç.

Палла  композитора  Красноармейски  район  администраци  пуçлăхĕ С.А.Николаев, культура институчĕн профессорĕ С.А.Кондратьев, Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕ В. В.Сапожников, ĕçтешĕсемпе юлташĕсем ăшшăн аса илчĕç.



"Хыпар"
07 февраля 2006
00:00
Поделиться
;