Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

«Трак ен» ентешлĕх - 15 çулта


 

Сакăр вунă çул каялла Упи вулăсĕнчи ялсенчен тухнă Шупашкарта пурăнакансен /И.Илларионов, Л.Терентьев т.ыт./ тĕслĕхĕпе /ял çыннисем валли кĕнекесем, вĕренÿре кирлĕ япаласем пуçтарна, хаçат-журнал çырăнса панă/ 15 çул каялла йĕркеленнĕ Красноармейски районĕн "Трак ентешлĕхĕ. Ăна чăмăртакансен хушшинче - СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей тата Чăваш Республикин халăх артисчĕ Ф.М.Лукин композитор, Раççей тата ЧР халах художнике Элли Юрьев, Раççей тата Чăваш çĕрĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Петров, чаваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР халăх артистки Раиса Фёдорова тата вĕсемпе пĕр шухашлй çынсем. Ентешлĕх халĕ республика тĕп хулинчи тата Çĕнĕ Шупашкарти вунă пин ытла çынна пĕрлештерет. Красноармейски районĕнче халĕ ентешлĕх хутшăнмасăр пĕр ĕç-пуç та пулса иртмест тесен те йăнăш мар. Çуллен саласемпе ялсенчи культура керменĕсемпе клубсенче, шкулсенче вун-вун тĕл пулу иртет.    

 

Ентешлĕх йĕркеленнĕренпе 15 çул çитнĕ май раштавăн 10-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче уяв пухавĕ иртет.     



"Хыпар"
06 декабря 2005
00:00
Поделиться
;