Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чупăва район юбилейне халалларĕç

 

 

Трак енсем çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ, вăтăр çиччĕмĕш хут иртнĕ "Упи-Красноармейски" чупăва хальхинче района йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине халалларĕç. Спорт уявне шкул ачисемпе вĕрентекенсем, предприяти-организацисенче вăй хуракансем, район администрацийĕн пайĕсемпе управленийĕсен командисем, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнакан çынсем хутшăнчĕç. Çакна аса илтерни вырăнлă. Ку чупăва пуçласа ун чухнехи спорт комитечĕн председателĕ В.И.Гордеев пуçарнипе ирттернĕ: пĕрремĕш старта 1969 çулта 13-ĕн тухнă.

 

Виçĕ çĕртен - вăрман хĕрринчен /1,5 çухрăм/, Кивĕ Йĕкĕт ялĕ тĕлĕнчен тата Упирен - чупрĕç вĕсем. Кашни дистанцирех питех те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Акă пĕрремĕш тапхăрти дистанцие 125 спортсмен ăнăçлă вĕçлерĕ.

 

Командăсенчен хĕрачасен кĕçĕн ушкăнĕнче 1-3-мĕш вырăнсене вĕрентÿ центрĕ, Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкул тата Еншик Чуллă  шкулĕ, хĕрачасен acлă ушкăнĕнче - Еншик Чуллă, Упи шкулĕсемпе вĕрентÿ центрĕ, арçын ачасен acлă ушкăнĕнче Трак гимнази, Мăн Шетмĕри тата Красноармейскинчи иккĕмĕш шкулсем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе парнесене, çавăн пекех кашни дистанцирех 4-10-мĕш вырăнсене йышăннисем парнесене тивĕçрĕç.

 

Педагогика коллективĕсен командисен хушшинче чи массăлли Карай шкулĕн команди пулчĕ, вĕсене компьютер техникин комплектне пачĕç. "Пĕрлĕхлĕ Paççeй» партийĕн Чăваш Енри yйрăмĕн куçса çÿрекен кубокне вара Упи шкулĕн команди çĕнсе илчĕ.

 



"Хыпар"
20 октября 2005
00:00
Поделиться
;