Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Черетлĕ тĕслĕх библиотека

 

Красноармейски районĕнчи Алманчри вăтам шкул çуртĕнче тĕслĕх библиотека уçăлнă. Ăна йĕркелеме кирлĕ укçа-тенкĕне район тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă. Вăтам шкул çуртĕнче вырнаçнă тĕслĕх библиотека виçĕ пÿлĕм йышăнать. Вĕсем аслă та çутă. Вулавăша компьютер техникипе, телевизорпа тата ĕçре кирлĕ ытти хатĕр-хĕтĕрпе, çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтернĕ. Çав ятпа иртнĕ савăнăçлă уява республикăри наци библиотекин тĕп специалисчĕ Н.Коновалова, Красноармейски район администрацийĕн культура тата çамрăксен енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ  А.Н.Никитин, вырăнти "Гигант" ЯХПК ертÿçи В.Александров, шкул директорĕ О.Дмитриев, Чатукасси, Пикшик, Кĕçĕн Шетмĕ ялĕсенчи тĕслĕх библиотека ĕçченĕсем хутшăннă, парнесем панă.

 

 

 



"Хыпар"
15 октября 2005
00:00
Поделиться
;