Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тивĕçлипех малти пулчĕ

 

 

 

Ватăлнăçемĕн чирĕ тупăнсах тăрать. Çавăнпа больницăна та тăтăшрах çÿреме пуçларăм. Пирĕншĕн, пенсионерсемшĕн, Пикшикри фельдшер-акушер пункчĕн заведующийĕ Р.К.Сергеева тăванран  та ытларах тăрăшать. Роза Константиновна чирлĕ çынсем патне, кирлĕ пулсан, килех пырать, ир-и, каç-и – пăхса тăмасть. Халăх сывлăхĕшĕн яваплăха туякан çын вăл, кашнинех вăхăтра пулăшма тăрăшать, эмелпе те ăшă кăмăлĕпе те сиплет.

 

Роза Константиновна Шупашкарти медицина училищинчен 1980 çулта вĕренсе тухнă, Пикшикри фельшер-акушер пунктĕнче – 1993 çултанпа. Медик пулмах çуралнă тесе калас килет ун пирки. Фельдшер-акушер пункчĕн ĕçне пĕлсе йĕркелесе тăрать. Кăçал Пикшикри сиплев учрежденийĕ ĕç кăтартăвĕсемпе районта пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак тивĕçлĕ хаклавшăн эпир те, кунта сипленекен ялсенче пурăнакансем, чунран савăнтăмăр.

 

Хам ятпа тата Çĕньял Шетмĕ халăхĕ ячĕпе Роза Константиновна Сергеевăна чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Венера Петрова санитаркăна та ырăпа асăнмалла, вăл пункта килекенсене ăшшăн кĕтсе илсе ăшшăн ăсатать, фельдшера сиплевре аван пулăшать.

 

 

 

 



"Хыпар"
27 сентября 2005
00:00
Поделиться
;