Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тăвайсем çĕнтерчĕç

 

 

ЧР физкультура, спорт тата туризм, Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствисемпе республикăри çар ĕç комиссариачĕ йĕркеленипе иртнĕ эрне кунпа шăмат кун Красноармейски салинче республикăри салтак ячĕ тухман çамрăксен спартакиади иртрĕ.   Унта Чăваш Енĕн тĕрлĕ хулипе районĕнчен 13 команда хутшăнчĕ.                         

 

Çap хĕсметне тивĕçлипе тăма хатĕрленекен яшсене ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн çуме А.Яковлев, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин специалисчĕ А.Гарифуллин, республикăри çap ĕç комиссариачĕн пай пуçлăхĕ М.Малов подполковник, Красноармейски район администраци пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Антонов, асăннă районти çap ĕç комиссарĕ А.Прокопьев подполковник ăшшăн саламласа ăнăçлă тупăшма сунчĕç. Çамрăксем спартакиадăра полиатлон (пăшалтан тĕл пересси, турник çинче туртăнасси, 100 метра чупасси) тата çap хатĕрленĕвĕпе çap эстафети енĕпе вăй виçрĕç. Хĕрÿ ăмăртура Тăвайри вăтам шкул команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче - Красноармейскинчи Трак гимназийĕн вĕренекенĕсем. Шупашкар районĕнчи Тренккасси вăтам шкул команди виççĕмĕш парнене тивĕçрĕ.                          

 

Парнесем тенĕрен, ăмăрту çĕнтерÿçисене дипломсемпе кубоксем, уйрăм упражненире çĕнтернисене СМАРТС компани парнисемпе чысларĕс. Çĕнтерÿçĕ командăн ăста тренерне А.А.Пимулина вара ятарлă медаль парса хавхалантарчĕç.   


"Хыпар"
27 сентября 2005
00:00
Поделиться
;