Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Авалхи тусĕсем патĕнче

 

 

Трак тăрăхĕпе Мари Эл  Республикинчи Морки районĕ чылайранпа тытакан çыхăнăва пĕр-пĕринчен вĕренсе, аталанса пымалли туслăх кĕперĕ вырăнне хурса йышăнаççĕ: ĕçлĕ делегацисем час-часах хăнара пулаççĕ, ку е вăл районăн экономикăри çитĕнĕвĕсемпе, социаллă пурнăçри аталанăвĕпе паллашаççĕ. Пултарулăх коллективĕсем те пĕр-пĕрин патĕнче тăтăш пулса икĕ халăхăн кĕвви-юррипе, ташши-çеммипе сцена çине тухаççĕ.

Нумаях пулмасть Красноармейски район делегацийĕ хăйĕн авалхи тусĕсем патне çитсе килнĕ, çармăссен «Чечексен уявĕнче» («Пеледыш  пайрем») савăннă. Чăвашсене кÿршĕ республикăри районăн хăй тытăмлăх управленийĕн пуçлăхĕ С.Х.Григорьев, район админситрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Р.Ф.Фазылзянов, тĕп финансисчĕ А.А.Иванов йышăннă, хăйсен тăрăхĕпе тĕплĕн паллаштарнă.

 



"Хыпар"
22 июня 2005
00:00
Поделиться
;