Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Эх, ытла та аван-çке Акатуй !

 


Красноармейскисем çак кун «Факел» стадиона пуçтарăнчĕç. 11 сехетре «Акатуй -2005» пуçланни çинчен пĕлтерсе Раççей, Чăваш Ен тата район Гимнĕсем янăрарĕç, ăмăртура малта пыракансем уяв ялавне çĕклерĕç.

Пухăннисене район администраци пуçлăхĕ С.А.Николаев саламларĕ. Вăл кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Пĕрремĕш вырăна «Прогресс» ЯХПК çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - «Гигант» тата «Агрофирма «Таябинка» хуçалăхсем, виççĕмĕшĕнче - «Нива», «Караево», «Досаево» кооперативсем. «Çур аки - 2005» чемпион ятне «Гигант» кооперативри Владимир Николаев механизатор тивĕçнĕ, вăл 152,3 эталон-гектар чухлĕ ĕç пурнăçланă. «Нива» хуçалăхри Альбина Иванова доярка хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 2004-2005 çулсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалли тапхăрта 3099 килограмм сĕт суса илсе чемпионка пулса тăнă. Вĕсене чемпион лентисем тата хаклă парнесем парса чысларĕс.

Уявра Кирилловсен, Петровсен, Александровсен çемье династийĕсене, çамрăк çемьесене чысларĕс.

Кăçал Красноармейскисем район 70 çул тултарнине те паллă турĕç. Çак ятпа нумаях пулмасть «Красноармейский район. Люди и судьбы» кĕнеке пичетленсе тухнă. Акатуйра унăн презентацийĕ пулчĕ. Кĕнекене кăларма хутшăннă активлă авторсене район пуçлăхĕ Тав çыравĕсем пачĕ.

Акатуйра спорт вăййисем нумай пулчĕç: мини-футбол, çăмăл атлетика, кире пуканĕ йăтасси, армрестлинг, дартс, шалча тăрăх хăпарасси. Куракансене Чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен пултарулахĕпе савăнтарчĕç.



"Хыпар"
15 июня 2005
00:00
Поделиться
;