Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ачисемшĕн ашшĕ-амăшĕ явап тытать

 

 


Кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕнче 14 сехет те 50 минутра Красноармейскинчи 2ĕш шкулта телефон янăраса кайнă: паллă мар çын шкула бомба хуни пирки пĕлтернĕ. Паллах, çак хыпара шкул ĕçченĕсем çийĕнчех районăн шалти ĕçсен пайне çитернĕ.

Васкавлă следстви ушкăнĕ вăрах кĕттермен. Шкулти мĕн пур çынна эвакуациленĕ, оцеплени йĕркеленĕ. Кашни пÿлĕме тĕрĕсленĕ, çывăхри территорие тĕпченĕ, анчах взрыв хатĕрĕ е ун евĕр япала тупайман. Çакăн хыççăн тин шкул вĕрентÿ ĕçне тепĕр хут пуçăннă.

 

Анчах следстви çакăнпа вĕçленмен-ха. Оперативлă шырав мероприятийĕсем ăнăçу кÿнĕ: шкула бомба пирки суйса шăнкăравлаканни кунтах 9-мĕш класра вĕренекен М. пулнă иккен. 1989 çулта çуралнă арçын ача çапла ăнлантарса панă: вăл вăйă автомачĕпе вылянă-мĕн. Вăййи - террористсемпе çыхăннăскер. Килне кайнă чух вара хăйĕн мобильникĕ вăйă компьютерĕ пекех сасă кăларнине кура вăййа малалла тăсас тенĕ - шкула шăнкăравланă. Линин тепĕр вĕçĕнчи çын сăмах хушичченех çыхăнăва татнă.

 

Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса Красноармейски районĕн прокурорĕ çамрăк «террорист» ашшĕ-амăшĕ пирки РФ КоАП 5.35 статйипе  /ашшĕ-амашĕ е çул çитменнисен саккунлă ытти представителĕ çул çитменнисене пăхса усрассипе тата воспитани парассипе çыхăннă тивĕçĕсене пурнăçламанни/ административлă ĕç пуçарнă, вĕсене явап тыттарнă.



"Хыпар"
06 мая 2005
00:00
Поделиться
;