Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ тĕнчери конкурсра – иккĕмĕш

 

 

 


А.С.Макаренко ячĕллĕ Вĕрентÿ учрежденийĕсен пĕтĕм тĕнчери конкурсĕнче Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсм приз - пĕчĕк типографи - илме тивĕç пулнă. Шкул коллективĕ конкурса «Ялти пĕчĕк шкулсенче ачасене ĕçпе воспитани парасси тата професси суйласа илме пулăшасси» темăпа проект тăратнă. Ку шкулта тахçантанпах «Флориада» ачасен ĕç бригади пысăк çитĕнÿсем тăвать. Ачасемпе вĕрентекенсем шкул территорине тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе нумай  ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр вара дендрари-парк та лартса ÿстернĕ.

 

Коллектив ку конкурса иккĕмĕш хут хутшăнать ĕнтĕ. Пĕлтĕр вĕсем тăваттăмĕш вырăн йышăннăччĕ, кăçал вара - иккĕмĕш.

 

Пĕтĕм тĕнчери çак конкурс Владимир хулинчи патшалăх университечĕн базинче иртнĕ. Унта Раççейрен, Казахстанран, Украинăран пурĕ 49 вĕрентÿ учрежденийĕ хутшăннă.

 

 



"Хыпар"
14 апреля 2005
00:00
Поделиться
;