Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

100 çул çитнине халалларĕç

 

 

-                      Марк Аттай пултаруллă педагог, çыравçă, сăвăç, юптаруçă, тавра пĕлÿçĕ, - тесе хакларĕç вăл çуралнăранпа 100  çул çитнине халалланă Асăну каçĕнче. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн литертура пĕлĕвĕпе фольклористка пайĕнче «Чăваш юптарăвĕ» ятпа йĕркелерĕç ăна.

Марк Сергеевич Терентьев-Аттай пурнăçĕпе А.Тимуков ăсчах тĕплĕн паллаштарчĕ. Трак-Красноармейски тăрăхĕнче иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче çуралса вĕреннĕ çынсен ретне тăма пултарнă, тăван халăхăн иртнĕ пурнăçне тарăн çутатакан, вулакана паян та хавхалану кÿрекен хайлавсем çырса хăварнă, хăй ирĕкĕпе çара кайса Тăван çĕршыва фашизм пусмăрĕнчен хÿтĕлесе пуç хунă çыравçăн литературăри пултарулăхĕ пирки В.Станьял, Г.Юмарт, Ю.Яковлев ăсчахсем, А.Максимов тавра пĕлÿçĕ, çак йĕркесен авторĕ тата ыттисем чарăнса чарăнса тăчĕç. Лару ĕçне Шупашкарти аслă шкулсенче вĕренекенсем йышлăн хутшăнчĕç.




"Хыпар"
12 апреля 2005
00:00
Поделиться
;