Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Патшалăх символĕсен куравĕ

 

 

 

Красноармейскинчи халăх пултарулăх çуртĕнче «ЧР Патшалăх символĕсем. Паянхи кун тата истори» ятпа куçса çÿрекен курав уçăлнă. Ăна йĕркелекенĕ тата авторĕ, районти историпе краеведени музейĕн директорĕ В.С.Серафимов Чăваш Республикин патшалăх символĕсем çинчен тата Красноармейски районĕн гербĕпе ялавĕ, гимнĕ çинчен тĕплĕ доклад тунă. Н.В.Кривошеев художник-оформитель курава хатĕрлес тĕлĕшпе пурнăçланă ÿнер ĕçĕсем çинчен каласа панă. Вăл 1992 çулта Патшалăхăн çĕнĕ символикине хатĕрлес тĕлĕшпе йĕркеленĕ республика конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Курава уçма Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин специалисчĕ О.Игнатьева, Культура программисен дирекцийĕн пултарулăх ертÿçи Т.Радченко, Красноармейски район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ С.Григорьев хутшăннă, вырăнти шкулсенчи учительсемпе ачасем, ял çыннисем курава пысăк хак панă.

 



"Хыпар"
07 апреля 2005
00:00
Поделиться
;