Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

«Ял пурнăçĕ» - çитмĕлте

 

 

ТРАК тăрăхĕнчи халăхшăн малтанхи çулсенчех районăн нумай енлĕ пурнăçне тĕплĕн çутатма тăрăшнипе, халăх шухăш-кăмăлне çывăх пулнипе юратнă пичет кăларăмĕ пулса тăнă «Ял пурнăçĕ» хаçат хăй утса тухнă 70 çулта ятне темиçе хут улăштарнă пулин те, теллевĕнчен нихăçан та пăрăнман: район тĕкĕрĕн страницисенче экономикăн аталанăвĕпе социаллă пурнăç лайăхланни, ĕçчен те тарăшуллă çынсем çинчен тĕплĕн çырнă материалсем тăтăш пичетленеççĕ. Ĕçтешсем ытти темăна та тĕпре тытаççĕ. Авторсен йышĕ те çулсеренех ÿссе пырать. Тĕрлĕ шайри конкурсра та пĕр хут çеç мар çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ хаçат.

«Ял пурнăçĕ» юбиляр-хаçатри ĕçтешсене, штатра тăман авторсене, хаçата çырăнса илекенсене, почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене сумлă уяв ячĕпе Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕсĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, хула тата район хаçачĕсен редакцийĕсем, вулакансем ăшшăн саламланă. «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ те Красноармейскинчи хаçатçăсене юбилейпе саламласа малашнехи ĕçре ăнтăлу, пысăк тираж сунать.

 



"Хыпар"
06 апреля 2005
00:00
Поделиться
;