Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕтĕмлетрĕç, малашлăха палăртрĕç

 

 

 

Пуш  yйăхĕн  25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Красноармейскисем район 70 çул тултарнине уявларĕç. Малтанах район администраци пуçлăхĕ С.А.Николаев район историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çичĕ теçетке çула хыçа хăварнă район пирки каламалли чылай çав. Трак тăрăхĕнче ĕçре маттуррисем те, пултаруллисем те нумаййăн. Ахальтен-им район кăçал республикăри районсен хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче    тăваттăмĕш вырăна тухма пултарнă.

 

Уявра Красноармейскисене ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçи Петр Краснов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов, республикăри районсен ертÿçисем саламларĕç, парнесем пачĕç. Савăнăçлă уявра çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене чысларĕс, "Люди и судьбы" кĕнекепе паллаштарчĕç. Асăннă кĕнекере район, республика ятне çĕкленĕ çынсен ячĕсем ылтăн сас паллисемпе çырăннă.

 

Мĕнле уяв юрă-ташăсăр пултăр-ха? Траксене Маргарита Туринке, Иван Христофоров, Фаина Васнар юрăçсем саламларĕç. Красноармейскисем хăйсем те парăмра юлмарĕç.  Красноармейскинчи газ уçлакан станци çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ, Светлана Даниловапа Саша Никитин юрлани пурне те тыткăнларĕ.

 



"Хыпар"
29 марта 2005
00:00
Поделиться
;