Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Шкул уявне - парнепе

 

КРАСНОАРМЕЙСКИ районĕнчи Алманчри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкултан наука çыннисемпе аслă шкулсенче ĕçлекенсем, тухтăрсемпе паллă спортсменсем, пултаруллă инженерсемпе техниксем, тĕрлĕ производствăпа ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем - пурĕ 2300 çын ытла, çав шутра 200 учитель вĕренсе тухнă. Иртнĕ эрнере вал хăйĕн 120 çулхи юбилейне паллă турĕ.    Савăнăçлă уява пухăннисем тăван шкула пурте парне кÿчĕç.

Халĕ кунта тăхăр ялтан 174 ача вĕренет. Предметсемпе лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех вĕсем тĕрлĕ олимпиадăпа конкурса, спорт ăмăртăвне хутшăнса шкул чысне хÿтĕлеççĕ. Хисеп хăми çинче - 60 ача сăн ÿкерчĕкĕ. Кунта ачасем тĕрлĕ ĕçе хăнăхса ÿсеçсĕ: выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çавăнпа шкулта йÿнĕ хакпах апатланаççĕ.  Шкулта тăван тавралăх музейне йĕркеленĕ.

Кунта вĕрентекенсен пултаруллă йышĕ тăрăшать: Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем - Олег Дмитриев, Милинтина Егорова, Алевтина Васильева, Антонина Николаева, Галина Дмитриева тата ыттисем. Вĕрентÿ ĕçĕнче ку чухнехи çĕнĕлĕхсемпе анлă усă кураççĕ.

 



"Хыпар"
24 марта 2005
00:00
Поделиться
;