Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ентеш халĕ академик

Мускавран савăнăçлă хыпар çитрĕ: Раççейри ял хуçалăх ăслăлăхĕсен академийĕн çулталăкри пухăвĕнче Ивановăри ял хуçалăх патшалăх академийĕн кафедра заведующине, ветеринари ăслăлăхĕсен докторне Юрий Филиппович Петров профессора Раççейри ял хуçалăх академийĕн ветеринари медицинин академикне суйланă.

Юрий Филиппович пирĕн ентеш,  1938 çулта Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче çуралнă, Вăрнарти зооветеринари техникумĕнчен чи лайăх паллăпа вĕренсе тухнă,  каярахпа Ленинградри ветеринари институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Тăван республикăран аякра ĕçлесе пурăнать пулин те Чăваш Енри ĕçтешĕсемпе тачă çыхăну тытать. Кунти ăсчахсене наукăпа педагогика кадрĕсем хатĕрлеме пулăшать. Вăл ертсе пынипе пĕлтĕр 4 аспирант, пĕтĕмпе 80 çын кандидат тата доктор диссертацине хатĕрленĕ.



"Хыпар"
04 марта 2005
00:00
Поделиться
;