Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Юрри-кĕвви – кашнин асĕнче

 

Чун-кăмăла çывăх юрă-кĕвĕ пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать. СССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ Филипп Миронович Лукин чăваш поэчĕсен сăввисемпе çĕр-çĕр юрă тата кĕвĕ хайланă. Чăваш наци музыкин корифейне асра тьтма вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă кун ентешĕсем, республикăри культурăпа искусство çыннисем Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи культура çуртне çуллен пуçтарăнаççĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче культура çурчĕ каллех халăхпа тулчĕ. Хăнасем малтан Ф.М.Лукин ячĕллĕ музейре пулчĕç, кунти çĕнĕ экспонатсемпе паллашрĕс. Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Валентин Сизов баянист, Чăваш Республикин халăх артисчĕсем Светлана Бубнова, Николай Дмитриев, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Зоя Чернова /Романова/, Василий Раймов, вырăнти музей çумĕнчи фольклор ушкăнĕ, район центрĕнчи юрă ăстисем Филипп Лукинăн юррисене кăмăл тулли шăрантарчĕç. «Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине...» юрра вара мĕн пур йышпа янратрĕç.



"Хыпар"
10 февраля 2005
00:00
Поделиться
;