Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Комисси пĕтĕмлетÿсем турĕ

 

 


Ĕç коллективĕсенче Çĕнĕ çула епле хатĕрленсе кĕтсе илнине пĕтĕмлетме районти комисси туса хунăччĕ. Январĕн 11-мĕшĕнче унăн ларăвĕ иртрĕ. Унта Автан çулталăкне кĕтсе чылай çĕрте нумай вай хунине палăртрĕç. Акă, Крас-ноармейскинчи Б. Л. Васильев çуртне "Райцентрти чи лайах çурт" тата "Çĕнĕ çула чи лайах илемлетсе кĕтсе илнĕ   кил"   тесе йышанчĕç.. Комисси членĕсем кунпа пĕрлех Çурçĕр электричество сечĕсен подстанцийĕ, ЛТЦ, район администрацийĕ, хупă йышши "Стройгазсервис" пĕрлешÿ çак енĕпе нумай еçленĕ, терĕç. "Ци-вильскмежрайгаз" пĕрлешĕвĕн Красноармейскинчи филиале, пурăнмалли  çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалахăн районти муниципалла предприятийĕ, сывлăх   сыхлавĕн "Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕ, "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕ Çĕнĕ çула унчченхи çулхинчен аванрах хатĕрленсе кĕтсе илнине палăртса хăварчĕç. Ларура çав хушăрах ку тĕлĕшпе райпо, районти культура çурчĕ, уçă йышши "Красноармейскинчи сĕт-çу завочĕ" акционер пĕрлешĕвĕ, "Красноармейская" МСО тата "ПродИнКом" пĕрлешÿ пултарнинчен япăхрах ĕçленине асăнчĕç.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
14 января 2005
00:00
Поделиться
;