Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурнăç условийĕсем лайăхланаççĕ

 

 

Кăçал районта «Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи тапхăрти социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ  программăпа килĕшÿллĕн ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене çăмăллатма  1 миллион та 850 пин тенкĕлĕх субсиди панă, 19 çемье çĕнĕ çурта кĕмелле.

Декабрĕн 15-мĕшĕнче çеç-ха  «Нивăри» Виталий Геннадьевич Козлов, Лидия Николаевна Степанова, Александр Петрович Андреев, «Красное Сормово» хуçалăхри Николай Прокопьевич Ивановпа Светлана Владимировна Кузьмина çурт-йĕр çавăрмашкăн пулăшу илме ятарлă свидетельствосене тивĕçнĕ.

 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
21 декабря 2004
00:00
Поделиться
;