Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чăн-чăн ырлăх

Чăн-чăн ырлăх

 

Уйриçурт   ялне кăçалхи октябрьте çут çанталăк газĕ çитрĕ. Çăмăллăн килмерĕ вăл пирĕн пата, паллах. Куншăн район, хуçалăх ертÿçисемпе подрядчиксем, çавăн пекех хамăр ялти Станислав Егоровпа Татьяна Ильина сахал мар тăрашрĕç. Халĕ эпир ытти çĕрти евĕрех "кăвак çулăмпа" усă куратпăр. Чăн-чăн ырлăх вăл пирĕншĕн, ватă çынсемшĕн. Пирĕн пурнăçа çавăн пек çăмăллатма çине тăнишĕн эпĕ Уйриçурт халăхĕ ыйтнипе Чăваш Республикин Президентне Н.Федорова, районпа хуçалăх ертÿçисене, хамăр ялти Станислав Егоровпа Татьяна Ильинана чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми пысăк телей, çемьере тăнăçлăх сунатăп. 



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
10 декабря 2004
00:00
Поделиться
;