Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Взяткăшăн явап тыттарнă

 

 

КРАСНОАРМЕЙСКИ милицийĕн ĕçченне В.Алексеева, çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн инспекторне, пĕррехинче çул çинче автотранспорт хăвăрт-лăхне тĕрĕсленĕ чух пĕр çăмăл автомашина инçетренех «пăркаланса» килнĕн туйăннă.Чăн та, шалти туйамĕ ăна суйман - водителĕн транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан прави те, регистраци докуменчĕ те пулман. Çитменнине тата руль умĕнче вун сакăр çула та çитмен ÿсĕр каччă ларнă.

Йĕрке хуралçи протокол çырма пуçлать. Лешĕ вара саккун представителĕпе «калаçса татăлма» шутлать. Укçине кăтартать те багажнике хурать, илме ыйтать. Алексеев «ешĕлскере» укçине каялла илме сĕнет. Ĕç тухасси пирки иккĕленмен çамрăк чакма шухăшламасть те. Йĕрке хуралçин ăна шалти ĕçсен пайне илсе каймах тивет.

Судра айăпланакан хăйĕн айăпне йышăннă. Çакна тата вăл халиччен уголовнăй йĕркепе айăпланманнине шута илсе суд приговора «çемçетнĕ» -пĕр пин тенкĕ штраф тÿлемелле тунă. Взятка укçине вара патшалăха панă.



"Хыпар"
06 декабря 2004
00:00
Поделиться
;