Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Яшсем каяççĕ салтака

 

КУНАШКАЛЛИ тахçан халăхра анлă сарăлнăччĕ, вăхăт иртнĕ çемĕн майĕпен манăçса пычĕ. Ырă пулăма каялла тавăрма тĕв туса Красноармейски районĕнчи Пикшик ял администрацииĕ кăçал пирвайхи хут "Призывник кунне" ирттерчĕ. Ял-йышпа пухăнса салтак ячĕ тухнă Çеçмер, Пикшик, Шупуç ялĕн каччисене Николай Владимирова, Александр Спиридонова тата Сергей Федорова çĕршыв умĕнчи хăйсен таса тивĕçне чыслăн пурнăçлама, сывă та тĕрĕс тĕкел таврăнма ырă сунса çар хĕсметне ăсатрĕç.

Çамрăксем çар тумне тăхăнчĕç. Николай аслă шкул пĕтернĕ, Красноармейскинчи вĕрентÿ центрĕнче физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ, паллă спортсмен, Александр -ятарлă вăтам пĕлÿ паракан техникумра вĕренет, Сергей та вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕсем те спортпа туслă.

Салтака каякансене Пикшик ял администраци пуçлăхĕ А.Данилов, район администраци слециалисчĕ Л.Соловьев, ашшĕ-амăшĕн тата çарта пулнисен ячĕпе В.Спиридоновпа С.Сидоров саламланă, парнесем панă.

 



"Хыпар"
25 ноября 2004
00:00
Поделиться
;