Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Шкул библиотеки те тĕслĕхлĕ

 

Унччен ытларах район центрĕсенчи тата экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп ура çинче тăракан хуçалăхсен тĕп усадьбисенчи библиотекăсем кăна тĕслĕх вулавăш статусне илнĕ пулсан, шкул библиотеки те вĕсен ретне тăни халиччен республикăра пулманччĕ. Красноармейски районĕнчи Упири вăтам шкул шăпах çак ята илнĕ пирвайхи вĕренÿ заведенийĕ. Кунта дирекципе вĕрентекенсен тÿпи пысăк. Вĕсем, пĕтĕмпех хăйсен вăйĕпе тума хăнăхнăскерсем, такам килсе йĕркелесе-туса парасса кĕтсе ларман: иртнĕ çул Раççейри "Библиобраз" проекта хутшăннă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, шкул библиотекине пуянлатма 600 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕ умĕн çак премипе дирекци библиотека валли  çĕнĕ оборудовани, вăл шутра 5 вĕренÿ компьютерĕ, ризограф, телевизор, видео-магнитофон, видеопроектор тата сĕтел-пукан /пĕтĕмпе 450 пин тенкĕлĕх/ туяннă. Кĕçех шкула тепĕр 150 пин тенкĕлĕх учебниксемпе илемлĕ литература кĕнекисем кÿрсе килмелле.



"Хыпар"
22 сентября 2004
00:00
Поделиться
;