Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Медсестра та вăрлать

 

 

КРАСНОАРМЕЙСКИ районĕн прокуратури пĕтĕмĕшле надзор йĕркипе ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче муниципалитетăн   сывлăх сыхлавĕн «Красноармейски районĕн тĕп больници» учрежденийĕн медицина сестри Г.В.Васильева ултавлă ĕçсем тунине тупса палăртнă.

Çак тĕслĕхпе райпрокуратура кăçалхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче РФ Уголовнăй кодексĕн 159 статйин иккĕмĕш пайĕпе пăхнă преступлени паллисем пуррине кура уголовнăй ĕç пуçарнă. Следстви çакна тĕпчесе пĕлнĕ: Г.В.Васильева 2002 çулхи раштавран пуçласа 2003 çулхи чÿк уйăхĕччен поликлиникăн терапи пÿлĕмĕн медсестрин должноçĕнче ĕçленĕ май служба вырăнĕпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă. Вăл республика бюджечĕн шучĕпе тÿлевсĕр эмел препарачĕсем илес тĕллевпе çавнашкал çăмăллăхпа усă курмалли ирĕк пур çынсен ячĕпе медицина рецепчĕсем хатĕрленĕ, аптекăсенчен эмелсем илнĕ. Çапла майпа Васильева 13 пин те 246 тенкĕ те 44 пуслăх эмел препарачĕсем илнĕ.

Нумаях пулмасть Красноармейски районĕн сучĕ приговор палартнă. ЧР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Г.В.Васильева преступлени тунăшăн айăплă тесе палăртнă, ăна икĕ уйăхри ĕç укçи  - 3904 тенкĕ – чухлĕ штрафланă. Унсăр пуçне республика бюджечĕ валли унран 13 пин те 246 тенкĕ те 44 пус шыраса илме йышаннă. Ку укçа - сиене саплаштармаллискер.

 



"Хыпар"
11 сентября 2004
00:00
Поделиться
;