Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Уявра пĕрле савăннă

 

 

Красноармейски районĕнчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе Мари Республикинчи тыр-пул çитĕнтерекенсенсен хушшинче 1987 çулта çуралса амаланнă туслăх тахçанах çирĕпленсе вăй илнĕ: ĕçлĕ ушкăнсем тăтăшах пĕр-пĕрин патĕнче пулса ÿсĕмсемпе паллашаççĕ,уяв­хăнара пĕрле савăнаççĕ. Çурла уйăхĕн юлашки кунĕнче кÿршĕ республикăри Морки районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине уявлама Красноармейски район администраци пуçлăхĕ С.Николаев ертсе пыракан пысăк делегаци те хутшăннă.

Станислав Андреевич Морки район çыннисене сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă, çармăссемпе чăвашсем тытакан туслă çыхăну пурнăçра, ĕçре пысăк пулăшу панине палăртнă, кил хуçисен таравтлăхне хаклă парнепе чысланă.

Ю.Степанов

01.09.2004



"Хыпар"
01 сентября 2004
00:00
Поделиться
;