Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пикшиксен те тĕслĕх библиотека пур

 

Çак кунсенче Красноармейски районĕнчи Пикшик тăрăхĕнче пурăнакансем те тĕслĕх билиотекăллă пулчĕç. Унчен кун пекки районта иккĕ çеçчĕ. Халĕ Трак енчи тепĕр 12 ял вулаканĕсем те тĕрлĕ ыйтăвăн хуравне çăмăллăнах тупĕç.

Библиотекăна юсаса çĕнетме район администрацийĕ 120 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçапах сĕтел­пукан, компьютер туяннă. Унпа усă курса Пикшик ял администрацийĕн ĕç-хĕлĕпе, кунти мухтавлă çынсен кун­çулĕпе, Красноармейскинчи ÿнер шкулĕн вырăнти филиалĕпе тĕплĕнрех паллашма пулать. Право ыйтăвĕсемпе кăсăкланакансене «Консультант плюс», «Ирбис» программăсем пулăшаççĕ. Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн библиотека телевизорпа, видеомагнитофонпа, электронлă кăларăмсен тата кĕнекесен чи лайăх пуххисемпе пуянланнă.

 



"Хыпар"
31 августа 2004
00:00
Поделиться
;