Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ĕçеççĕ, мăкăнь ÿстереççĕ

 

 

КРАСНОАРМЕЙСКИ районĕнче "Мăкăнь" операцин виççĕмĕш тапхăрĕ пырать. Милиционерсем, "наркăмăшлă курăка" ятарлă рейда тухса шыранă. Тупнă. 20 тăваткал метр лаптăк çинче ÿсекен мăкăне пĕтернĕ. Пикшик ял администрацине кĕрекен Вăрманкас Шупуç ялĕнче пурăнакан 65 çулти хĕрарăм килĕнче вара мăкăнь улăмне тупнă.

Районти тĕп больницăра икĕ наркомана шута илнĕ. Эрех ĕçессипе те Красноармейскисем темиçе çул ĕнтĕ "чи ÿcĕp" районсен шутĕнче. Районти наркологи служби пĕлтернĕ тăрăх, 746 çын, вăл шутра 130 хĕрарăм, тĕп больницăра учетра тăрать. Кăçал çеç районта 64 ĕçкĕçе шута илнĕ. Вĕсенчен тăххăрăшĕ - хĕрарăмсем. Çак йышра çул çитмен ача та пур.

 

 



"Хыпар"
27 августа 2004
00:00
Поделиться
;