Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Комбайнерсем ăмăртаççĕ

 

 

Красноармейски районĕн хирĕсенче Афинăри пекех çивĕч кĕрешÿ пырать. Комбайнерсем район администрацийĕн парнисемшĕн тупăшаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене кашни 5 кунра мĕн чухлĕ тырă çапса тĕшĕленĕ тăрăх палăртаççĕ. Пĕрремĕш вырăнта -  «Караево» хуçалăх комбайнерĕ Михаил Петров. «Дон-1500Б» комбайнпа вăл 5 кунра 948 центнер  тырă çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Нива» СК-5 «хуçи» Петр Сергеев. Вăл та асăннă хуçалăхра тăрăшать. Унăн кăтартăвĕ – 914 центнер. Виççĕмĕш вырăнта вара «Нива» хуçалăхра тăрăшакан Юрий Платонов. Вăл 740 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ.

Район пуçлăхĕ С.Николаев çĕнтерÿçĕсене хиртех саламланă, укçан преми панă. Ăмăрту малалла пырать.



"Хыпар"
26 августа 2004
00:00
Поделиться
;