Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейски уй-хирĕнче

Паянхи кун тĕлне районта тырă тата пăрçа йышши  культурăсене 2175 гектар çинчен пухса илнĕ, çакă акнă лаптăксен 23 проценчĕпе танлашать. Районти вăтам тухăç гектартан 19 центнер.

Хирте пурĕ 58 комбайн ĕçлет. Тыр-пула пухса кĕртессипе уйрăмах «Досаево», «Гигант», «Караево», «Нива» хуçалăхсем  ăнăçлă ĕçлеççĕ. «Янмурзино» хуçалăхра районăн вăтам кăтартăвĕсене ирттерсе пурнăçланă. Кунта пĕр гектар çинчен 25 центнер тырă пухса илнĕ. Районĕпе кĕлетсене 1150 центнер вăрлăхлăх тырă вырнаçтарнă, вĕсенчен 850 центнерĕ – «Янмурзино» хуçалăхăн.



"Хыпар"
17 августа 2004
00:00
Поделиться
;