Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Объектсене кěçех вěçлěç

 

Право йěркине пǎснǎ ачасен Красноармейски районěнчи Упири ятарлǎ шкулне çитес вěренÿ çулне тěплěн хатěрлесе çитерес ыйтупа иртнě канашлǎва тěп заказчик представителě - Чǎваш Республикин капиталлǎ строительство управленийěн пуçлǎхě В. Яковлев: ЧР вěрентÿ тата çамрǎксен политикин министрěн çумě В.Сапожников тата подрядчиксен – строительство организацийěн ертÿçисем хутшǎннǎ.

Авǎн уйǎхěччен тепěр уйǎх кǎна юлнине шута илес пулсан кěске вǎхǎтра пурнǎçламалли ěçсен калǎпǎшě çав-çавах пысǎк-ха: хушма объектсенчи (мастерской: мунчапа кěпе-тумтир çумалли çуртсенчи) юсава вěçлемелле: шыв башнине хута ямалла. Район администраци пуçлǎхě С. Николаев çак объектсене патшалǎх комиссине йышǎнма сěниччен çирěп асǎрханса-сǎнаса тǎрасси çинчен пěлтернě.



"Хыпар"
29 июля 2004
00:00
Поделиться
;