Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ÇАР ЧАÇĔНЧЕН –ТАВ ÇЫРĂВĔ

КРАСНОАРМЕЙСКИ районĕнчи Именкассинчи Ивановсем ялти хисеплĕ те сумлă мăшăр. Ĕçе тĕплĕ тунипе, тарават кăмăлĕпе, ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнипе ырă ята тивĕçнĕ ял администраци пуçлахĕнче вăй хуракан Любовь Матвеевнăпа «Дружба» хуçалăхра агрономра тăрăшакан Петр Трофимович. Çак кунсенче вĕсем кĕçĕн ывăлĕ Евгений хĕсметре тăракан çap чаçĕнчен Тав çырăвĕ илнĕ.

Çар чаçĕн командирĕ алă пуснă çырура чăваш каччи чикĕ сыхлав карапĕсен пĕрлешĕвĕн техника сăнав пунктĕнчи служба тивĕçне чыслăн пурнăçлани, çар техникине кĕске вăхăтрах алла илни, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх, çирĕп дисциплинăллă пулни çинчен хыпарланă. Тинĕс Çар карапĕн коллективĕ ячĕпе моряк-пограничник ашшĕ-амăшне çирĕп сывлăхлă салтак ÿстернĕшĕн ашшăн тав тунă йĕркесене вулама уйрăмах кăмаллă пулчĕ Ивановсемпе çывăх çыннисене, Женьăн тус-юлташĕсене. Ю.Степанов

Яшукăн нумай турат несĕл йывăççи çинчен



"Хыпар"
25 мая 2004
00:00
Поделиться