Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

А.Григорьев парнисемшĕн

 

 

Краснармейски районĕнчи Карай ялне спортсменсенчен чухăн тееймĕн. Ялти вăтам шкулти физкультура учителĕсем çине тăнипе Карайсем пурте тенĕ пекех ир-каç çуран чупма пуçланă. Шкулти волейбол, баскетбол, самбо секцийĕсене ачасемпе çамрăксем хаваспах çÿреççĕ.

Хăвăрт утас енĕпе А.Григорьев Карай тăрăхĕнче район, республика шайĕнчи ăмăрту пĕр хут çеç мар йĕркеленĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн те кун пек ăмăрту иртрĕ. Спортсменсем Раççей, Европа чемпионĕн, Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕн А.Н.Григорьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Унта Карайри, Мĕн Шетмĕри тата Кĕçĕн Шетмĕри шкулсем хутшăнчĕç. Хльхинче Карай ялĕнчи спортсменсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн команди, Мăн Шетмĕ спортсменĕсем – виççĕмĕшсем.

 

 



"Хыпар"
19 мая 2004
00:00
Поделиться
;