Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кĕтнĕ хăна

 

 

Хаçат-журнал – чун апачĕ, унсăр пурăнма кансĕр. Тĕрлĕ кăларăм, тăван чĕлхепе çапăнса тухаканни уйрăмах, кашни çемьере кĕтнĕ хăна пултăр тесе тăрăшаççĕ Карайри çыхăну уйрăмĕнчи В.Данилова, Е.Данилова, Л.Куприянова почтальонкăсем тата Л.Александрова ертÿçĕ.

Ку тăрăхра пурăнакансем «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене хапăлласах çырăнаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта, акă, «Кил-çурт, хушма хуçалăх» - 148, «Çамрăксен хаçачĕ» - 68, «Чăваш хĕрарăмĕ» - 38, «Сывлăх» - 24, «Хыпар» 35 çемьене пырса тăраççĕ.

Людмила Петровна Александрова палăртнă тăрăх, вулама юратакансенчен Валерий Федотова çитекенни çук. Унăн çемйи çулсерен пилĕк экземпляр хаçат илсе тăрать.

«Кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăнтармалли тапхăр йĕркеллĕ пуçланчĕ. Хаçатпа туслă çынсен шутне ÿстересси – пирĕн тĕллев», - тет ертÿçĕ

 



"Хыпар"
21 апреля 2004
00:00
Поделиться
;