Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ЭПĔ ÇEÇ НИÇТА ТА ПЫТАНМАРĂМ

 

ВЛАДИМИР Валем /Михайлов Владимир Андреевич/  Красноармейски районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнать. Тĕп ĕçĕпе инженер-строитель, пушă вăхăтра сăвăсем çырать. Унан хайлавĕсем «Тăван Атăл", «Ялав» журналсенче, «Хресчен сасси» хаçатра кун çути  курнă. «Хыпарта" Владимир Валемĕн çĕнĕ сăввисем пĕрремĕш хут пичетленеççĕ.

 

Яри уçрăм  мĕн пур кантăка,

Алăка та уçса ямалла.

Çут çанталăк - капмар

                                кăмака,

Чарăнмасăр хутать

                              пулмалла.

Мĕлке хыççăн çухалчĕ мĕлке

Кăнтăрла çывхарса килнипе.

Шăранса тăракан хĕвелпе

Хăналать хĕрсе кайнă тÿпе.

Çиелтен хытса ларнă тăпра,

Вĕри хĕм пĕрхĕнет улăха.

Юхан шыв хĕррине, тапăра,

Антарать, ав, кĕтÿç выльăха.

Типсе ларчĕ килти анкарти,

ÿсём вăйĕ çухатрĕ ана.

Сас парсамччĕ часрах,

аслати,

Ăшă çумăр, кĕтетпĕр сана..!

 



"Хыпар"
14 апреля 2004
00:00
Поделиться
;