Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тюменьре «Трак ен» ентешлĕх йĕркеленнĕ

 

ТЮМЕНЬ облаçĕнче çирĕм сакăр пин ытла чăваш пурăнать. Вёсенчен чылайăшĕ – Красноармейски тăрăхĕнчен. Çав шутра Пайсупинра çуралса ÿснĕ, халĕ «Тюмень электросеть» акционер обществин ертÿçинче тăрăшакан Анатолий Архипов, «Çĕпĕр кавирĕ» фабрикăн генеральнăй директорĕ Елизавета Кондратьева та çак ялтанах тухнă, Киров районĕн пуçлăхĕ Сергей Спиридонов /Карай ялĕнчен/ тата ыттисем.

Çак кунсенче Тюмень облаçне йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине  халалласа ирттерекен "Раççее шанса, Чăваш Ене юратса" юхăмпа облаçри Чăваш Республикин культура кунĕсем умĕн Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхĕн пуçлăхĕ Алексей Львов тата унăн çумĕ Геннадий Федоров кунти ентешсем патĕнче пулчĕç. Тĕл пулура Тюменьри "Трак ен" пĕрлĕхе йĕркеленĕ, ентешсем пĕр-пĕрне производствăра, суту-илÿпе культура сферинче пулăшса тăрас енĕпе килĕшÿ тунă.

 



"Хыпар"
13 апреля 2004
00:00
Поделиться
;