Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

50 çул пĕрле

50 çул пĕрле

ШĂПАХ çавăн чухлĕ пурнăç çулĕпе çума-çумăн утaççĕ Красноармейски салинчи Галина Георгиевнăпа Степан Николаевич Николаевсем. Çyp ĕмĕр каялла пĕрре курсах савнă икĕ чĕре çемье тĕвĕленĕ, кил-çурт çавăрнă, хуралтăсем çĕкленĕ, ача-пăча çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Йывăçне те сахал мар лартнă. Кирек ăçта вăй хурсан та çемье чысне çĕре ÿкермен. Вĕсен сумлă ĕçне ачисем, мăнукĕсем малалла    тăсаççĕ.

Çак кунсенче хисеплĕ ватăсене ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем саламларĕç. ЗАГС заведующийĕ Э.Ефимова Николаевсене юбилей  каçĕнче пĕрле пурăнма тытăннаранпа 50 çул çитнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ, Виктор ывăлĕ ашшĕпе амăшне флтăн   туй  ячĕпе   ылтăн  çĕрĕ   парнелерĕ.

Ю.ПЕТРОВ.



"Хыпар"
29 марта 2004
00:00
Поделиться
;