Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

СЫВĂ ПУРНĂÇ ЙĔРКИШĔН –6 ÇУЛЛĂХ МАРАфОН

 


 


ШУПАШКАРТИ вырăс драма театăрĕ херарăмсен кунĕ умĕнхи шăмат кун чĕрĕ чечек пахчине аса илтерчĕ: Красноармейски тăрахăнче çуралса ÿснĕ, халĕ республикăн тĕп хулипе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен аллинче чĕрĕ тюльпансем  çиçрĕç. «Трак ен»  ентешлĕхĕ вун тăваттăмĕш Çамрăксен тата сывă  пурнăç йĕркин çулталăкне халалларĕ, ку   енĕпе   ултă   çуллăх марафона тухнине пĕлтерчĕ. Çавна  май Çавалпа Шетмĕ юхан шывĕсен тăрăхĕнче çуралнă  спортсменсене СССР спорт мастерне Виталий Иванова, тĕнче чемпионкине Тамара Красновăна, тĕнче мастерне Анатолий Григорьева - /пурĕ   вун çынна, вĕсенчен çиччĕшĕ - шкул ачисем/ чысларĕç.

Шупашкар хула администрацийĕ «Трак ен» пĕрлĕхĕн правленийĕн вунă çыннине чăвашсен тĕп хулине аталантарассишĕн тăвакан тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата ентешлĕхре тимлĕ тăрăшнишĕн Тав çырăвĕпе палăртрĕ.

Ентешлĕх ертÿçи А.Н.Львов, Крас­ноармейски район администраци пуçлăхĕ С.А.Николаев ентешсене иртнĕ çулхи ĕçсемпе, тĕллевсемпе паллаштарчĕç. Пухăннисем валли пысăк концерт пулчĕ.

«Трак ен» ентешлĕх тепĕр кун тăван районта хĕле ăсатнă уява хутшăнчĕ.




"Хыпар"
16 марта 2004
00:00
Поделиться
;