Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

«4 пинлисем» канашлаççĕ

ĔНЕР Красноармейски районĕнче кашни ĕнерен 4 пин е ытларах сĕт сăвакансен клубĕн ларăвĕ иртрĕ. "Янмурзино" колхоза пухăннисем малтанах фермăри еç условийĕсемпе, ĕнесен ăратлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçленипе паллашрĕç. Колхоз ертÿçи Эдуард Петров каланă тăрăх, 2003 çулта кашни ĕнерен 4300 литр сĕт суса илнĕ. Кăçалхи икĕ уйăхри ĕçсем пĕлтĕрхи çак вахăтрипе танлаштарсан тата та лайăхрах. Тĕллев - кашни ĕнерен 5000 литр сĕт   илесси.

Çак кунсенче колхоз Етĕрне районĕнчи “Пучах” хуçалăхран 20 тына илсе килнĕ. Ăратлăха лайăхлатма тăрăшса ĕçлекен хуçалăхсене патшалăх та пулăшу паратъ. Пысăк мар хуçалăх /140 киллĕ ял/ 600 пуç ĕне выльăх тытни - республикăри чи лайăх тĕслĕхсенчен пĕри. Çавăнпа-тăр район ертÿçисем  пыракан дояркăсен канашлăвне çак хуçалйхра ирттерчĕç.

 



"Хыпар"
16 марта 2004
00:00
Поделиться
;