Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Паллă ентешĕмĕре халалласа

 

Республикăн пĕрремĕш  ертÿçисенчен пĕрин – Лука Семенович Спасовăн кун-çулĕ хăй пурăннă тапхăршăн та, паянхи куншăн та  пĕлтерĕшлĕ, вăл яланах халăх асĕнче. Пысăк ăс-хакăллă, талантлă ентеше иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче республикăн Çĕр ĕçĕн халăх комиссарĕ пулма çирĕплетнĕ хыççăнах коллективлă хуçалăхсемпе машина-трактор станцийĕсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатассишĕн тăрăшнă. Чăваш АССРĕн Халăх комиссарĕсен Канашĕн председателĕн  вырăнне йышăнсассăн унăн ертÿçĕ таланчĕ уйрăмах палăрнă: вун-вун тĕрлĕ производство объекчĕ çĕкленнĕ, Федераци пĕлтерĕшлĕ çулсем хывнă, пурăнмалли çуртсем тунă, завод-фабрика çĕкленĕ. Алла хĕç-пăшал  тытса Тăван çĕршыва  хÿтĕлеме те тивнĕ унăн. Çĕнтерÿ хыççăн каллех республикăшăн пархатарлă ĕçе кÿлĕннĕ.

Л.С.Спасов çуралнăранпа 105 çул çитнĕ май тăван Трак енĕнче наука практика   конференцийĕ ĕçленĕ. Унта Лука Семеновичăн пурнăçĕпе  ĕçĕ-хĕлĕ çинчен  çырнă «Халăха парнеленĕ чĕре» кĕнеке авторĕ В.З.Константинов учитель, районти краеведени музейĕн директорĕ В.С.Серафимов, çывăх тăванĕ В.П.Спасова, тĕп хуламăрти аслă шкулсемпе тĕпчев институтĕнчен  килнĕ ăсчахсем, вырăнти тавра пĕлÿçĕсем тухса калаçнă.



"Хыпар"
18 февраля 2004
00:00
Поделиться
;