Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

8000-мĕш номер вулакансем патне çитнĕ

 ЧĂВАШ пичечĕн кăçалхи кунĕнче Красноармейски районĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçатăн историйĕ хăйне евĕрлĕ пулăмпа палăрса юлнă: унăн 8000 номерĕ вулакан патне çитнĕ. Юлашки вăхăтра хăйĕн сумне ÿстерсех пыракан «район тĕкĕрĕ» тиражне ÿстернипе кĕтсе илчĕ.

Хаçата çĕнĕ технологипе пичетлеме тытăннипе редакци коллективĕ унăн содержанийĕпе сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарнă. Ку çитĕнÿ юлашки пулмас-сине хаçатçăсемпе çыхăну ĕçченĕсем çирĕплетсех каларĕç.

«Район хаçатне ытларах сарасси пирĕн ĕçре малашне те тĕп вырăнта тăрĕ, - терĕ «Красноармейски издательство çурчĕ» унитарлă предприятин директорĕ-тĕп редакторĕ И.Прокопьев. - Предприяти йĕркеленнĕренпе кăçал 5 çул çитрĕ. РГУП пĕлтĕр çур миллион ытла тенкĕлĕх продукци туса кăларчĕ. «Ромайор», «Доминант-714» йышши çĕнĕ офсет машинисем вырнаçтарни продукцие лайăх пичетлеме май парать».



"Хыпар"
28 января 2004
00:00
Поделиться
;