Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Раççей конкурсĕнче чăваш хĕрĕ çĕнтернĕ

ТРАКРИ чăвашла-нимĕçле гимназин юлашки класĕнче ăс пухакан Алена Белкова Раççей шайĕнчи конкурс çĕнтерÿçи пулса тăрасса шухăшлама та пултарайманнине халĕ хăй те пытармасть. “Эпир тăвакан тĕнче” конкурса килнĕ икĕ пин ытла ĕçрен Аленăн хайлавне чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Аленăна Мускав, Одесса, Санкт-Петербург, Вологда, Самар, Владикавказ хулисемпе ытти хуласенчи пултаруллă ачасене "Сочинени" номинацире кая хăварма, паллах, гимназире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен И. Шорникова "пулашнă".

Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухакан Александр Ефимовăн информатикапа иртнĕ районти    олимпиадăри çĕнтерĕвне Раççей шайĕнчипе танлаштараймăн ĕнтĕ, çапах вăл та сумлисен шутĕнчен. Олимпиадăна ку тарăхри вăтам пĕлÿ паракан пилĕк вĕренÿ заведенийĕнчен 15 ача хутшăннă. Иккĕмĕш вырăна çак шкулти В.Яковлев йышăннă. Унăн кăтартăвĕ çĕнтерÿçĕрен кăшт кăна пĕчĕкрех.

 



"Хыпар"
27 января 2004
00:00
Поделиться
;