Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

ХАЛĔ ТЕ ХĔП-ХĔРЛЕХ ПАЛАН

Кăçал Ункă шывĕ тăрăхĕнчи вăрмансенче палан хĕп-хĕрлех ларать. Ишек енче те, Трак таврашĕнче те. Ахăртнех, палан юрăçин Филипп Лукин композиторăн ятне асра тытать пулĕ вăл. Чăнах та, пĕлтĕрхи акатуй уявне те Красноармейски районĕ хăйĕн сумлă ентешне халалларĕ, пур çĕрте те ун юрри-кĕвви янăрарĕ, çапла вара СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ, сакăр çĕр ытла юрă авторĕ çуралнăранпа 90 çул çитни чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Шупашкарта тата Çавалçырма ялĕнче Асăну хăмисем уçни, музейре çĕнĕ пай ĕçлеме тытăнни, патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн пысăк концерчĕ ĕмĕрлĕх асра юлчĕ.

Ăста педагог вăтăр çул Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин хорпа дирижер уйрăмне ертсе пынă, çĕр-çĕр специалист вĕрентсе кăларнă. Унăн вĕренекенĕсем пирĕн пата килсех тăраççĕ, композиторăн еткерлĕх докуменчĕсене парнелеççĕ. Васлей Давыдов-Анатри, Георгий Ефимов, Юрий Сементер поэтсем, Алевтина Зинкина, Петр Заломнов, Зоя Лисицина, Тамара Гурьева, Зоя Ананьева тата ытти юрăçсем композитор музейĕпе тачă çыхăну тытаççĕ.

Кăçалхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Филипп Лукин композитор пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 10 çул çитет. Çавна май унăн тусĕсемпе вĕренекенĕсем Чатукасси ялĕнчи культура çуртĕнче асăну каçĕ ирттерес терĕç. Унта Ф.Лукин ячĕллĕ конкурсра çĕнтернĕ юрăçсем те халăх умне тухĕç.

Палансем хĕп-хĕрлĕ ларĕç, чаплă юрăсем янрĕç, Филипп Лукинăн саваплă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех тăван халăх асĕнче пулĕ.



"Чебоксарские новости"
24 января 2004
00:00
Поделиться
;